Каҫал Ен — Комсомольски районӗн хаҫачӗ. Юнкун тата шӑматкун чӑвашла тухать. Тиражӗ: 1542. Редакторӗ Голыева Любовь Гергиевна.
Пӗрремӗш номерӗ 1931 ҫулхи нарӑсӑн 8 Патӑрьелте «Паянхи сас» ятпа тухнӑ.
1932 ҫулта икӗ хаҫат ҫине пайланнӑ: «Колхоз байрагы» тата «Октябрь ялавӗ». Икӗ хаҫачӗ те Патӑрьелте тухса тӑнӑ. 1939 ҫулта Комсомольски районне туса хунӑ хыҫҫӑн «Октябрь ялавӗ» хаҫат Комсомольскине куҫнӑ.
Редакторӗсем вырӑнӗнче С. Малофеев, В. Соколов, Н. Албутов, Ф. Румянцев пулнӑ.
Комсомольски сали, Заводской урамӗ, 66 ҫурт.
8 (239) 5-14-07